Канаш районӗнче пурӑнакансем валли Шӑхасанта пысӑк поликлиника хӑпартӗҫ. Кун пирки Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Поликлиникӑна Пӗрремӗш сыпӑка модернизацилемелли программа шайӗнче пурнӑҫлӗҫ. Строительство ӗҫӗсем кӑҫал пуҫланмалла, 2024-мӗш ҫулта вӗҫлеме палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра проект экспертиза тӗрӗслевӗ витӗр тухать. Палӑртса хӑварар, Канаш районӗнче нумай профильлӗ пысӑк поликлиника тӑвасси пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче асӑннӑччӗ.
Поликлиника Канаш районӗн Ф. Г. Григорьев ячӗллӗ тӗп пульницин йышне кӗрӗ. Хальлӗхе поликлиника 1954 ҫулхи кивӗ ҫуртра вырнаҫнӑ, маларах унта райӗҫтӑвком ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ҫурт хальхинчен виҫӗ хут пысӑкрах пуласси пирки шантараҫҫӗ. Унта компьютер томографӗ, цифрӑллӑ флюорограф, маммограф та пулӗ. Канаш районӗн тӗп пульницӑн тӗп врачӗ Сергей Шерне ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хальхи тӑвӑр лару-тӑрура вӗсене унта вырнаҫтарма май ҫук.
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 7 сехет те 40 минутра «Энӗш» ҫул ҫинче, Канаш районӗнчи Хучел ялӗ ҫывӑхӗнче, авари пулнӑ. Унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Йӗрке хуралҫисем айӑплине тытса чарнӑ.
Иномарка ҫул пӑрӑнӑшӗнче «Калина» ҫине пырса кӗнӗ. «Калинӑри» 73 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, вилнӗ. Руль умӗнче ларнӑ упӑшки суранланнӑ.
Иномаркӑри пассажир та аманнӑ. Вӑл - машина хуҫи. Анчах руль умӗнче вӑл мар, урӑх ҫын ларнӑ. Лешӗ вара, 25 ҫултискер, ӳсӑр пулнӑ, унӑн права та ҫук /руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн туртса илнӗ/. Ҫак арҫын авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ. Анчах йӗрке хуралҫисем ӑна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Ун чухне те вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Пӗлтӗр, 2021 ҫулта, Чӑваш Енре ялти пульницӑсене 74 «земство тухтӑрӗсене» ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Вӗсен йышӗнче 49 тухтӑр, 25 медӗҫчен.
Ку енӗпе Шупашкар, Канаш, Патӑрьел районӗсем малти вырӑнта пыраҫҫӗ. «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн 106 медӗҫчене ӗҫе вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер: ялти пульницӑна ӗҫлеме каякан тухтӑрсене – 1 миллион, фельдшерсене 500 тенкӗ параҫҫӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе кӗрсе тухма йывӑр яла ӗҫлеме каякансене 1,5 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ. Ку – тухтӑрсем валли. Фельдшерсен вара 750 пин тенкӗ илме май пур.
Каласа хӑварар: «Земство тухтӑрӗ» программа пирӗн республикӑра 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа 568 тухтӑр яла ӗҫлеме кайнӑ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Юрий Артемьев профессор, «Халӑх шкулӗ – Народная школа» журнал ӗҫченӗсем Канаш районӗнчи Сиккассинчи шкулта пулнӑ. Вӗсем унти учительсемпе, шкул ачисемпе тӗл пулнӑ.
ЧР Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ литература пӗлӗвҫи, критик, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Артемьев кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 81 ҫул тултарать. «Сиккасси – унӑн ҫуралнӑ енӗ. Чаплӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗнчи пӗрремӗш тӗлпулу уншӑн уйрӑмах хумхануллӑ. Савӑнмалли те, куҫҫуль юхтарса каласа памалли те чылай унӑн аса илӗвӗнче. Юрий Михайлович вӗрентекенсемпе вӗренекенсене хӑйӗн ачалӑхӗ, ялтан тухса кайнӑ хыҫҫӑнхи кун-ҫулӗ, паянхи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки кӑсӑкли нумай пӗлтерчӗ. Сумлӑ хӑнана литература пӗлӗвӗн уҫлӑхӗнче, вӗрентӳ анинче хӑварнӑ ӗҫӗсемшӗн чунтан тав турӗҫ, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ», — тесе пӗлтернӗ хыпарта.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев чиркӳре ӗҫлекенсене патшалӑх наградипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва вӑл паян, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Шупашкар районӗнчи Алькешри чиркӗвӗн протоиерейне Валерий Андреева тата Муркаш районӗнчи Кӗрекаҫ Ҫеҫмерти арҫынсен мӑнастирӗн настоятельне Антон Шитова (Феодосия игумен) чыслама палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе Канаш районӗнчи Сиккассинчи чиркӗвӗн протоиерейне Александр Михайлова тата Шупашкарти Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗн протоирейне Алексей Павлова хавхалантарӗҫ.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн объекчӗ пулма пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ун чухне кӗпере историпе культура экспертизин патшалӑх актне обществӑна сӳтсе явма кӑларса тӑратнине хыпарланӑччӗ.
Ӗнер республикӑн Культура министерстви документсене РФ Культура министерствине ярса панине пӗлтернӗ. Объекта историпе культура экспертизи витӗр кӑларнӑ.
«Региона туристсене илӗртессипе эпир пысӑк ӗҫсем пуҫарнӑ. Мӑкӑр кӗперӗ туристсен картти ҫинче хӑйӗн вырӑне тупӗ», – тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.
Шупашкарти Туберкулезпа кӗрешекен диспансер ковид-госпиталь режимӗнчен тухать. Кун пирки паян оперативлӑ штаб ларӑвӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ.
Паянтан пуҫласа диспансера кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнмаҫҫӗ. Икӗ эрне хушшинче пульницӑна ахаль чухнехи режима куҫарӗҫ. Сӑмах май, кунта 95 ковид-койка пулнӑ.
Хулан 2-мӗш пульницинче, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Канаш районӗсен пульницисенче те кӑшӑлвирусран сипленекенсен йышӗ чакса пырать.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1286 ковид-койка пур, вӗсенчен 293-шӗ пушӑ.
Ӗнер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи» республика шайӗнчи конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслама пухӑнчӗҫ. Унта регион ертӳҫи Олег Николаев, унӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Наталья Николаева та сӑмах каларӗ, сцена ҫине вӑл Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи пулнӑ май тухрӗ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк ҫемйи» ята Шупашкарти Шиловсем тивӗҫрӗҫ. Алексей тата Наталья пӗрлешнӗренпе — 21 ҫул. Вӗсем 6 ача ӳстереҫҫӗ.
«Социаллӑ яваплӑ ҫемье» диплома Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Богатеевсене чысларӗҫ, «Спорт ҫемйи» — Ҫӗрпӳ районӗнчи Солодёновсем, «Туслӑ ҫемйи» — Канаш районӗнчи Петровсем, «Пултаруллӑ ҫемье» — Шупашкарти Черновсем, «Ӗҫчен ҫемье» — Улатӑр районӗнчи Лысовсем.
Куславкка районӗнчи Васильевсене Пӗтӗм Раҫейри конкурсра «Ҫемье — йӑла-йӗрке управҫи» номинацире палӑртнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Хыҫалкас Энтрияль ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ҫынсем аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, пӗрин пурнӑҫне ҫӑлма май килмен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» машинӑри 21 ҫулти водитель ҫул ҫинче ларакан «Нендай» ҫине пырса кӗрсе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ машина ҫине пырса тӑрӑннӑ. «Тойота» водительне, унти пассажирсене - 23-ри хӗре тата 17 ҫулти хӗрпе каччӑна – пульницӑна илсе кайнӑ. 17-ри хӗрӗн пурнӑҫне ҫӑлайман.
Йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Канаш районӗнчи 45 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ашшӗне вӗлерме пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрӑмпуҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын 71 ҫулти ашшӗне килте ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Ватӑскер сурансене пула вилнӗ. Палӑртмалла: вӗсем пӗрле пурӑннӑ.
Ывӑлне тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва татса парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.